Тăван чĕлхен хальхи пурнăçри вырăнĕ

      Ака уйăхĕнче чăвашлăха, чăваш чĕлхине упраса  хăварас ыйтусем тавра нумай калаçатпăр, тĕрлĕ ĕçсем туса ирттеретпĕр. Тушкил шкулĕнче те чăваш чĕлхин эрнелĕхĕ пырать. Шкулта 200 ытла ача вĕренет. Ытларахăшĕ чăн чăваш шутне кĕрет, чăваш чĕлхипе экзамен парать. 

      Чăваш чĕлхи эрнине халалланă тĕрлĕ калаçусем, класс сехечĕсем  иртеççĕ çак кунсенче. 7-б класра  «Тăван чĕлхен  хальхи пурнăçри вырăнĕ» ятпа иртрĕ вăл. Паянхи чĕлхе янăравлăхĕ  пирки  ытларах калаçрĕç  кунта. Класс сехечĕ валли Трофимова Катьăпа Якку Белла  вăтам тата аслă классем хушшинче ыйтăм  ирттернĕ. Вăл çакна кăтартса пачĕ.  Чăваш чĕлхи пуянлăхне, чăваш чĕлхи предмет кирлĕлĕхне  ачасен пĕрре иккĕмĕш пайĕ çеç  туйса ăнланать.   Паянхи кун чваш чĕлхи  кирлех те мар текен шухăша аслăрах классем каласшăн. Ирĕксĕрех С.Элкер  ыйтăвне тепĕр хут аса илтерес килет çак ачасене: «Хамăр тăван чĕлхене хамăр та юратмасан — ăна кам юратĕ тата?»