Чĕлхе пулсан – пĕтместпĕр ĕмĕрте!

Тушкил шкулĕнчи  коридорсем çак кунсенче чăваш эрешĕсемпе  хитрелетнĕ хаçатсемпе  илемленчĕç. «Чĕлхе пулсан – пĕтместпĕр ĕмĕрте!..» тематикăпа хаçат кăларма 5 - 11 классем хутшăннă. Кунта ачасем   хайланă сочиненисем, сăвăсем, илемлĕ ÿкерчĕксем, туптарусем, сăмахкаçмăшсем  вырăн  тупнă. Паллă ăсчахсемпе çыравçăсем чăваш чĕлхи çинчен  каланă  çунатлă сăмахсене те манса хăварман. Жюри членĕсем хаçатсене тĕрлĕ енлĕ пăхса хакларĕç: хаçат илемлĕхне, содержани  пуянлăхне, калăплас ăсталăха шута илчĕç.  Чи лайăххисен шутне   10, 11, 7-б классен  хаçачĕсем  кĕчĕç.