Шкул библиотекинчи выставка

Чăваш чĕлхи эрнине халалласа  шкул библиотекинче «Чăваш тĕнчи» ятпа кĕнекесен выставкине йĕркеленĕ. Вăл виçĕ пайран тăрать. «Аваллăхсăр малашлăх çук» пайра тăван халăхăмăрăн иртнĕ кун-çулĕ çинчен вуласа пĕлме пулать. Чăваш халăхĕн чаплă та мухтава тивĕçлĕ çыннисемпе «Вĕсене тĕнче пĕлет» пай паллаштарать. «Мĕнле хитре чăваш тĕрри»

темăра илемлĕ те асамлă тĕрĕ-эрешсем куçа илĕртеççĕ. Выставкăпа шкул ачисем паллашма ĕлкĕрчĕç те ĕнтĕ. Кураври кĕнекесемпе чи малтан паллашаканĕсенчен пĕри шкулти ача-пăча организацийĕн  Президенчĕ Кристина Краснова пулчĕ. Выставка эрне вĕçленичченех ĕçлет, ытти ачасене те выставкăпа паллашма сĕнетпĕр.