Муниципальное бюджетное общеобразовательное учреждение «Шимкусская средняя общеобразовательная школа» Янтиковского муниципального округа Чувашской Республики
Версия для слабовидящих
Мана паянхи урок килĕшрĕ
Мана паянхи урок килĕшрĕ… Çак сăмахсене никам ыйтмасăр, савăк кăмăлпа каларĕ 5-мĕш класри Данил шăнкăрав янăрасан.Чăнах та, чылай ачан кăмăлне кайрĕ шкул библиотекинчи компьютер умĕнче А. П. Данилова ирттернĕ «Эпир маттур ачасем» ăмăртуллă вăйă урокĕ. «Тупмалли юмах», «Шÿтлĕ ыйту”, „Чăваш чĕлхи», «Литература», «Кулăш - ĕçре пулăш» ятлă пайсенче ултшар ыйтăвăн тĕрĕс хуравне тупмалла пулчĕ пиллĕкмĕшсен. Тĕрĕс хурава тупакансен балл хутшăнса пырать пулсан, йăнăшакансен çавăн чухлĕ балл чакса пырать. Пĕтĕмпе 1000 ытларах балл пуçтарма май пур çĕрте чи маттуррисем Николаева Инессăпа Петрова Кристина пулчĕç. Вĕсем 760 балл пухнă.