Кăçалхи нарăс уйăхĕн 9-мĕшĕнче гаждан вăрçи паттăрĕ Василий Иванович Чапаев çуралнăранпа 125çул çитет. Çак паллă куна халалласа Тушкилти вăтам шкулта тĕрлĕ ĕçсем палăртнă. Сăмахран, пиллĕкмĕш класра вĕренекенсем Н.Янкас çырнă "Чапаев вилĕмĕ" сăвва вуланă май Чапаевăн паттăрла пурнăçĕпе паллашнă, илемлĕ вулава хутшăннă, халапсемпе шÿтсене аса илнĕ, альбомсем пăхнă. Уроксем хыççăн шкулти тата ялти вулавăшсене çитсе курнă, Чапаев çинчен çырнă тĕрлĕ кĕнекесемпе паллашнă. Килти вулавра вара чăваш чĕлхи учителĕ А.П.Даниловăпа Г.Луч çырнă "Чапаев ачисем" хайлава тишкерчĕç. Ашшĕпе амăшĕн ăшшисĕр ÿсме тивнĕ Чапаев ачисен (Александр, Андрей, Клава) ачалăхĕ çинчен пĕлме уйрăмах кăсăклă пулчĕ. Шупашкарта пулса Чапаев музейне çитсе курас кăмăл çуралчĕ пиллĕкмĕшсен.
Муниципальное бюджетное общеобразовательное учреждение «Шимкусская средняя общеобразовательная школа» Янтиковского муниципального округа Чувашской Республики
Версия для слабовидящих