Çемье кунне халалласа

     «Пирĕн çемье» сочиненисен конкурсĕ иртрĕ 7-8 классем хушшинче. Кашни хăйĕн çемйи çинчен тĕрлĕ силĕ çырса панă унта. Çемье ĕçченлĕхĕ, туслăхĕ çинче уйрăмах чарăнса тăнă вĕренекенсем. Çемьере ирттерекен уявсене те асăннă ачасем. Чи лайăх сочиненисен шутĕнче Аня Шараповапа Наташа Андреева (7 кл.) çырнă ĕçсем пулчĕç. Ярдыкова Таня, Петрова Марина, Кондратьева Таня, Павлова Катя, Кириллова Маша (7 кл.) çырнă сочиненисене те тĕслĕхлĕ çемье çинчен çырнă ĕçсем шутне кĕртме пулать. 8-мĕш класри Настя Александрова, Ксюша Александрова, Оля Сергеева çырнă сочиненисем те темăпа килĕшÿллĕ.