«Юхма Мишши – ача-пăча çыравçи»

    

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

    Паянхи мероприятие Космонавтика çулне тата чăваш халăх писателĕ Юхма Мишши çуралнăранпа 75 çул çитнине халалланă. Пĕрремĕш класра вĕренекенсем Юхма Мишши ачасем вали ятарласа тĕрлĕ кайăк-кĕшĕк, чĕр чунсем, пулăсемпе нăрăсем çинчен çырнă кĕске сăвăсене пăхмасăр каларĕç. Ӱкерчĕкĕсене те хăйсемех тунă шăпăрлансем. Чи лайăх вулакан ята Саша Борисов, Максим Моряков тата Дима Шарапов тивĕçрĕç.

     9-мĕш класра вĕренекен Оля Акимова тата Лена Павлова йĕркеленĕ «Юхма Мишши – ача-пăча çыравçи» презентаципе паллаштарчĕç (ертÿçи – Л.П. Морякова, чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен). Пуçламăш классенче пĕлÿ пухакансем Чăваш халăх писателĕ çинчен нумай çĕннине пĕлчĕç.